Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: юн паракансем

Сывлӑх

Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявӗ умӗн ырӑ ӗҫ тунӑ. Вӗсем «Донор кунӗ» ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑннӑ.

Кашни тумлам юн ҫын пурнӑҫне ҫӑлать. Ку профессире вӑй хуракансене ҫакна ӑнлантарма кирлӗ мар ӗнтӗ: ҫӑлавҫӑсем хӑйсемех питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ.

Юн пама килекен кашни ҫыннах медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухать. Донортан 450 миллилитр юн илеҫҫӗ. Юлашки 5 ҫулта 50 ытла ҫӑлавҫӑ донор пулнине палӑртмалла. Вӗсем ыркӑмӑллӑх акцийӗсене час-часах хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче кашнинчех юн паракансем нумайланса пыраҫҫӗ.

2011 ҫултанпа ҫӑлавҫӑсем акцие тӑтӑшах хутшӑннӑ. Унтанпа вӗсенчен 400 ытла хутчен юн илнӗ.

 

Сывлӑх

Ҫак эрнере И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ вӗрентекенӗсемпе студенчӗсем «Донор эрнелӗхӗ» акцие хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Вӗсем Республикӑри юн илекен станцие 8-12 сехетсенче пыма пултараҫҫӗ. Мускав район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, акци университетри «Донор юнӗ пурнӑҫ парнелет» акципе килӗшӳллӗн иртет. Ӑна ҫамрӑксене донор пулмашкӑн илӗртме йӗркелеҫҫӗ.

Ҫул ҫитнӗ, Чӑваш Енре регистрациленнӗ кашни яш-хӗр донор пулаять. Унӑн юн пама юраманнине кӑтартакан сӑлтавсем пулмалла мар.

Паян юн илекен станцие дизайнерсем тата математика, физика, информаци технологийӗн факультечӗсенче вӗренекенсем пынӑ. Ыран экономика тата химипе фармацевтика факультечӗсем килӗҫ.

Чӳкӗн 26-мӗшӗнче строительсемшӗн, журналистсемшӗн тата инженерсемшӗн алӑк уҫӑ. Тепӗр кунхине машиностроени, историпе географи, энергетика тата электротехника факультечӗсем юн парӗҫ.

Донор эрнелӗхне информатикӑпа шутлав техникин, ют чӗлхе, ӳнер, управлени, юрдици факультечӗсем вӗҫлӗҫ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Ен Пӗтӗм Раҫҫейри «Авто-Мото-Донор» ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнӗ. Акци тӗллевӗ — ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнисене пулӑшасси.

Шупашкарта донор пункчӗ юпа уйӑхӗн 6–10-мӗшӗсенче ӗҫлӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта — юпан 7-мӗшӗнче, Канашра юпан 8-мӗшӗнче юн илӗҫ. Шупашкарта донорсен Республикӑри юн илекен станцие ҫитмелле (Пирогов урамӗ, 9-мӗш ҫурт). Ҫӗнӗ Шупашкарсен Пионерсен урамӗнчи 20-мӗш ҫурта пымалла. Канаш ҫыннисен васкавлӑ медпулӑшу станцине (Чӑваш Ен: 30 ҫул урамӗ, 13-мӗш ҫурт) каймалла.

Юн паракансен ҫумра паспорт пулмалла. Ҫын юн пама пултарассине медиксем вырӑнта палӑртӗҫ.

Плазмӑна ҫур ҫул упрӗҫ. Кун хыҫҫӑн каллех юн илекен станцине пырса анализсем памалла. Ку юн хӑрушсӑр пулнине ҫирӗплетме кирлӗ. Ӑна кун хыҫҫӑн ҫеҫ сипленмелли учрежденисене илсе кайма юрать-мӗн.

Юн паракансене апатланмашкӑн укҫа параҫҫӗ. Тата вӗсен ӗҫрен икӗ кун канма ирӗк пур.

 

Сывлӑх

Ҫурлан 16-мӗшӗнче Шупашкарта тата Канашра «Донорсен шӑматкунӗ» черетлӗ акци иртнӗ. Шупашкарта ӑна Хула кунне халалланӑ.

ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кун юн памашкӑн 100 ытла ҫын килнӗ. Анчах сывлӑх енчен хавшак пулнӑран вӗсенчен 90-шӗ ҫеҫ донор пулайнӑ. Акцие хутшӑннисем пулӑшнипе плазма тата сахал вӑхӑт упранакан юн компоненчӗн банкӗсем тулнӑ. Вӗсем вара республикӑри медицина организацисенче питӗ кирлӗ. Акци кунӗнче 46 литр юн хатӗрленӗ.

Чӑваш Енре ҫитес «Донорсен шӑматкунӗ» юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртӗ.

 

Шӑматкун Чӑваш Енре юн памалли кун иртнӗ. «Юн паракансен шӑматкунӗ» акцие ҫав кун Раҫҫейӗпех йӗркеленӗ, пирӗннисем те хутшӑннӑ.

Юн илекенсем каланӑ тӑрӑх, пархатарлӑ ҫак ӗҫ валли ҫулла вӑхӑт ҫынсен хӗсӗкрех. Канмалли кун вара май тупасса шанаҫҫӗ. Акцие хутшӑнма йӗркелӳҫӗсем телевизор-радио урлӑ йыхравланӑ. «Шаккасан — уҫӗҫ» тенешкел, чӗнӳ-йыхрава илтнисем юн памалли станцине ирхи сакӑр сехет валлиех ҫитсе тӑнӑ. Вӗсен шутӗнче тава тивӗҫлӗ ята тивӗҫнисем те, пӗрремӗш хут ку утӑма тума шут тытнисем те пулнӑ. Пуҫласа пынисене шурӑ халатлисем юн илекенсем патне тепӗр ултӑ уйӑхран пымалли пирки асӑрхаттарнӑ. Мӗншӗн тесен илнӗ хыҫҫӑн ҫынна ярса париччен ӑна малтан тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ, вӑхӑт иртсен кӑна унӑн пахалӑхне палӑртаҫҫӗ.

Юн пама шӑматкун 150 ытла ҫын хутшӑннӑ, вӗсен юнӗпе пурӗ 77 литр ытла юн компоненчӗ хатӗрленӗ. Кун пек акцие ӳлӗмрен те ирттерӗҫ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2026 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере бюджета планлассине кӑна мар, профессири ят-сума та тимлӗх уйӑрмалла. Ертӳлӗх сирӗнпе мӗнле хутшӑннинчен финанс лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси килет-ҫке-ха. Халӗ Ҫӗнӗ ҫул парнисене туяннӑ чухне те укҫа хӗрхенмелле мар.

Кӑрлач, 01

1846
180
Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ.
1901
125
Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ.
1931
95
Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1941
85
Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ.
1941
85
Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
1946
80
Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ.
1951
75
Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1951
75
Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ.
1961
65
Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1986
40
Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть